7842 | Вӗҫкӗн вӗҫет ҫӳлелле, сӑмси юхать ҫӗрелле. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7843 | Вӗҫкӗн хӗре тус тусан вылямасӑр ят тухать. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7844 | Вӗҫкӗне вӗҫме нумай кирлӗ мар. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7845 | Вӗҫкӗне кура ан вӗҫ. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7846 | Вӗҫкӗнӗн пӗр пуслӑх ҫӗрри те ҫӗр тенкӗлӗх йӑлтӑртатать. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7847 | Ӗҫлекен лӑпкӑ ҫӳрет, ҫил хӑвалакан вӗҫкӗн ҫӳрет. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7848 | Каппайнипех капан тӑрланмасть. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7849 | Каппайса ҫӳрекен капкӑн ҫине пуснӑ тет. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7850 | Каппайчӑк катӑк шӑлӗпе те пулин каппаять. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7851 | Каппайчӑкӑн пӳрчӗ ҫӗрӗк теҫҫӗ. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7852 | Курнӑҫ ҫыннӑн пурнӑҫӗ каялла каять. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7854 | Куштан — вӑрӑм чӗлхипе, вӑрӑ — уйӑх ҫутипе. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7853 | Куштан ачи — шуйттан ачи. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7855 | Куштан кутӑнни виҫ сӑмахранах паллӑ. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7856 | Куштан кутне кушак чавнӑ. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7857 | Куштан ҫӑварӗ пысӑк пулать. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7858 | Куштан ҫынна кукша хӗр. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7859 | Куштан ҫыннӑн чӗлхи вӑрӑм. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7860 | Куштан шуйттанран та усалрах теҫҫӗ. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7861 | Куштанӑн кукши курӑнмасть. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7862 | Куштанпа пурӑнма кун сахал. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7863 | Куштанпа ҫыхланиччен ҫаврӑнса ут. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7864 | Лӑпкӑ ҫӳрекен нумай пӗлет, вӗҫкӗн ҫӳрекен эрех ӗҫет. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7865 | Мӑн кӑмӑлланса ҫӳрекен тӑнлӑ ҫын намӑс курать. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7866 | Мӑн кӑмӑлпа мӑнаҫине ҫӗнеймӗн. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7867 | Мухтавлӑ хӗр туйӗнче пӑсарнӑ. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7868 | Мухтаман тавар хак хушмасть. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7869 | Мухтанакан патша хӗрӗ кукшана кайнӑ тет. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7870 | Мухтанас килсен Мускава кай теҫҫӗ. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7871 | Мухтанас мар мулӑм пур тесе, хурланас мар ыр кун ҫук тесе. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7872 | Мухтанасси Мускава каясси мар: ҫул укҫи ыйтмаҫҫӗ. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7873 | Мухтанӑ вырӑна мур пӑсать теҫҫӗ. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7874 | Мухтанӑ вырӑнта хурӑн та шӑтман. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7875 | Мухтанӑ ӗҫ ҫине мур сыснӑ. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7876 | Мухтанӑ хӗрӗн кучӗ йӗпе. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7877 | Мухтанине ухмах та юратать. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7878 | Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ та тытайман. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7879 | Мухтанчӑк Муҫҫа мӑшкӑлтӑк шывне ӳкнӗ. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7880 | Мухтанчӑк пуҫра ҫуккипе паллӑ. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7881 | Мухтанчӑк ҫын мухмӑрпа та мухтанать. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7882 | Мухтанчӑк хӑйӗн кукшипе те мухтанать тет. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7883 | Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7884 | Мухтанчӑкра мут сахал теҫҫӗ. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7885 | Пуҫа каҫӑртса ҫӳрекен ҫырана такӑнса ӳкнӗ тет. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7886 | Сӑпайлӑ сӑмах сӑрт хускатать. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7887 | Сӑпайлӑ ҫын ҫур сӑмахранах паллӑ. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7888 | Сӑпайлӑ хӗрача ҫӑпата пуҫне вараламан. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7889 | Сӑпайлӑх хуть кама та килӗшет. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7890 | Сӑпани сӑпайлӑхӗ саппун айӗнче. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |
7891 | Сӑпӑ хӗр ҫиме лармасть, ҫиме ларсан — шӑмӑ хӑвармасть. | Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх |